«Пӗтӗм
чӑваш диктанчӗ − 2022»
Чӑваш
чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тесе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Нурӑс
шкулӗ те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акцине хутшӑнчӗ. Малтанах чăваш чĕлхи
учителĕсем Терентьева Людмила Михайловна тата Петрова Дина Георгиевна
вĕренекенсене чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕç, чăвашлăх туйăмне, хамăрăн
çепĕç те тĕлĕнмелле пуян чĕлхемĕре, йăла-йĕркене тытса пыма сĕнчĕç. Чăваш
диктантне çырма 7, 8, 10 класра вĕренекенсем кăмăл турĕç.
Диктант
çырма Константин Петровăн «Уçлăхра – икĕ космонавт» текста суйласа илнĕ. Текст
интереслĕ, вĕренекенсемшĕн усăллă пулчĕ. Вĕсем Андриян Николаев космонавт пирки
çĕннине пĕлме пултарчĕç.