«Чăваш пики» конкурс.

«Чăваш пики» конкурс.

«Чăваш пики» конкурс.

 

Мĕн авалтан чăваш хĕр-упраçĕ сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе, вăр-варлăхĕпе палăрса тăнă. Çак ырă йăла-йĕркене манас мар, çепĕç чĕлхине упрас, культурине аталантарас тесе чăваш чĕлхи учителĕсем Терентьева Людмила Михайловна тата Петрова Дина Георгиевна шкулта «Чăваш Пики» конкурс хатĕрлерĕç.

Çак конкурса 5-11 классра вĕренекен чи пултаруллă хĕр ачасем хутшăнчĕç. Уява чылай малтан хатĕрленме пуçларăмăр. Ака уйăхĕн 21- мĕшĕнче илемлĕ зала вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем пуçтарăнчĕç. Уява чăваш чĕлхи учителĕ Людмила Михайловна тата 8-мĕш класра вĕренекен Иванов Глеб ертсе пычĕç.

Хĕр упраçсене хак паракансем ар çынсем: истори вĕрентекен Виктор Иванович, шкул завхозĕ Виталий Вениаминович, 11-мĕш класра вĕренекен Моряков Серафим пулчĕç.

Уяв илемлĕ кĕвĕпе пуçланчĕ, чăваш тумне тăхăннă хĕр ачасем акăш пек илемлĕн ярăнса утса сцена çине тухрĕç, чăваш кĕвви майăн çепĕççĕн юхрĕç.

Пĕрремĕш конкурс «Хам çинчен каласа парам-ха». Унта пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç. Иккĕмĕш конкурсра вара кашни хайĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕç: 6-мĕш класра вĕренекен Ананьева Анна синтезаторпа чăваш кĕввисене выляса пачĕ, 5-мĕш класра вĕренекен Федорова Василисăпа Мефодьева Ксения, 6-мĕш класра вĕренекен Васильева Виктория, 8-мĕш класра вĕренекен Данилова Света, 9-мĕш класра вĕренекен Анисимова Валерия сăвăсемпе савăнтарчĕç, Ксения Андреева, 8б-мĕш класра вĕренекен, 10-мĕш класра вĕренекен Иванова Марина алмаз тĕррипе паллаштарчĕç, 9-мĕш класра вĕренекен Иванова Диана «Тилĕпе тăрна» юмах каласа пачĕ, 10-мĕш класра вĕренекен Кириллова Камилла «Çуралнă кун» юрра илемлĕн шăрантарчĕ, 11-мĕш классем Кушакова Ксюшăпа Кириллова Карина чăваш ташшине питĕ ăста ташларĕç.

Виççĕмĕш конкурс «Чăваш апачĕ». Конкурсантсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçерме пултарнинче кăтартса пачĕç. Кунта чей ĕçме пылак çимĕç, çÿхе икерчĕ, хуплу, çĕр улми кукли, чăкăт, улма икерчи, килти сыр, печени тата тем те пĕр тутлă çимĕç пулчĕ. Юлашкинчен ăс-хакăл ыйтăвĕсем тата шÿтлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Конкурссем хушшинче кĕçĕн классем сăвă, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уйрăмах 4-мĕш класра вĕренекен Блинова Софья çав тери маттур пулчĕ.

Конкурсантсем çав тери тăрăшрĕç, пурте пултаруллă пулчĕç. Кашниех тĕрлĕрен номинацисенче палăрчĕç. Çак уяв пурне те хаваслă кăмăл парнелерĕ.