Чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайăн пултарулӑх каҫӗ

Чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайăн пултарулӑх каҫӗ

Валерий Туркай - хальхи чӑваш литературинче пурнăçпа тан утакан поэт. Вӑл обществăлла ĕçе те анлă хутшăнать. Валерий Владимирович — Чӑваш Республикин тата Тутар Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫеҫпӗл Мишши, Мустай Карим преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ. Ӑна Чӑваш Енре ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн ытти нумай регионӗнче те, ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Паян та вӑл литература уйӗнче хастар, кашни ҫул кӗнекесем кӑларать, вулакансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайăн пултарулӑх каҫӗ иртрĕ.

Туркайӑн пултарулӑхӗпе общество ӗҫӗн тӗрлӗ енӗсем ҫинчен писательсемпе ученӑйсем, общество тата патшалӑх деятелӗсем,  тусӗсемпе ентешӗсем каласа пачĕç. Чӑваш халӑх поэчӗ хăйĕн пултарулӑх планӗсемпе паллаштарчĕ,  вулакансен ыйтӑвӗсем çине хуравларӗ. Мероприятие Чӑваш Енри паллӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ.

Чăваш халăх поэтне Нурăс шкулĕнче вĕренекенсем Дмитрий Иссаков(8кл.) Валерий Туркай çырнă «Эп çĕн чăваш», Ярослав Игнатьев(6 кл.) «Раççей» сăвăпа саламларĕç. Вĕсем автор произведенийĕсене чун витĕр кăларса уçă сасăпа вуласа пурне те тыткăнларĕç. Çавăн пекех шкул директорĕ Ефимова Татьяна Павловна Валерий Туркая саламларĕ, пирĕнпе çыхăну тытнине, хăйĕн сăввисемпе ачасене тĕрĕс воспитани пама, пурнăçа ăнланма пулăшнине палăртрĕ. Валерий Туркай та пирĕн шкул пирки ырă сăмахсем каларĕ, ачасен пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Малашне те пĕрле туслă ĕçлеме шантарчĕ.

Валерий Туркая саламласа эпир шкул ачисемпе видеосалам ӳкерсе ятăмăр. Вĕренекенсем поэта ырлăх-сывлăх, телей, çутă ĕмĕтсем сунса илемлĕ сăвă йĕркисем шăрантарчĕç, тăрăшса вĕренме шантарчĕç.