Пĕтĕм чăваш диктанчĕ.

Паян пирĕн шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Унта кашни чǎваш чунлǎ çын хутшǎнчĕ. Ǎна Чăваш Енре И.Я.Яковлев çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси,  чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Диктант текстне паллă чăваш писателĕн Александр Артемьевăн «Чăваш чĕлхи» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ.

Пĕтĕм чăваш диктантне çырма 7 – 11 класс вĕренекенĕсем кǎмǎлтан хутшǎнчĕç. Диктант çырнисен йышĕнчен 38 проценчĕ «5» паллă, 44 проценчĕ «4» паллă, 18 проценчĕ «3» паллă илчĕ.

Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать. 

Хутшăнакансене пурне те тав тăватпăр, лайǎх паллǎсем илнĕ ятпа саламлатпǎр!